Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Педагогсем – республикăри канашлура

Педагогсем – республикăри канашлура

Августăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ иртнĕ.

Тăватă кун хушшинче 44 дискусси площадкинче секци занятийĕсем иртнĕ. Унта пирĕн районти вĕрентекенсем те хастар хутшăннă, умра тăракан тĕллевсене палăртнă, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă.

Тĕп докладпа ЧР вĕренÿ министрĕ Александр Иванов тухса калаçнă. Конференцие хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă, вĕренÿ ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунă педагогсене наградăсемпе чысланă. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче пирĕн районти Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕ Олег Осипов та пур. Ăна «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă.

Олег Николаевичăн вĕренекенĕсем спортра пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра район, регион шайĕнче кăна мар, çĕршывра палăраççĕ. Кăçал та унăн вĕренекенĕ, иртнĕ çулхи пекех, Раççейре физкультура предмечĕн олимпиадинче мала тухнă.

Саламлатпăр ăна, наградăна чăннипех тивĕçлĕ харсăр педагога.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code